Сивӗ ҫанталӑкра  пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк

Ҫынсем ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ытларах усӑ курма пуҫлаҫҫӗ, хӑш чухне ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерет. 

Гидрометцентртан пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫак эрнипех шартлама сивӗ пулать - ҫӗрле 30 градус таран, кӗҫнерникун ҫил-тӑман алхасать. Ҫавна май ҫӑлавҫӑсем кил-ҫурта вут тивесрен мӗнле сыхламаллине тепӗр хут асӑрхаттараҫҫӗ. Чӑваш Ен гидрометцентрӗ хыпарланӑ тӑрӑх, республикӑра халӗ антициклон хуҫаланать, ӑна пула пирӗн патра сивӗ ҫанталӑк. Юнкунччен республикӑра палӑрмаллах шӑнтать:  ҫӗрле - 25, вырӑн-вырӑнпа 30 градус таран сивӗ пулать, кӑнтӑрла 20 градус. Кӗҫнерникун ҫанталӑк каллех улшӑнать: циклон хӑйӗнпе пӗрле ҫил-тӑман илсе килет. Ҫав хушӑра сывлӑш температури пӗчӗккӗн хӑпарать - 10 градус сивӗ пулать. Канмалли кунсенче Чӑваш Ен урлӑ черетлӗ антициклон иртет. Шӑматкун шартлама сивӗсем таврӑнаҫҫӗ, ҫитес ытларикунччен ҫакӑн пек ҫанталӑк тытӑнса тӑрӗ.


 
Ирина Николаева, Татьяна Самсонова, Михаил Солин