Шурӑ Шупашкар 552 ҫул тултарчӗ

Онлайн-концерт, моточупу, урамри театрсен фестивалӗ, экскурсисемпе ирхи зарядка, спорт ӑмӑртӑвӗсем. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫурла уйӑхӗн 3-мӗш вырсарникунӗ тӑван хуламӑр Ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ.

Уяв кунӗ паллӑ спортсменсемпе зарядка туса хул-ҫурӑма ҫемҫетнинчен пуҫланчӗ. Тӗрлӗ ӑмӑртура ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ 5 атлет черетпе сцена ҫине тухрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн республикӑри 20 ытла федерацин яш-кӗрӗмӗ тӗрлӗ хускану турӗ. Баскетболра ӑсталӑхне туптакан ачасем хушшинче хула Кубокне выляттарчӗҫ. Ҫамрӑк спортсменсен 18 командине "Чебоксарские ястребы" ушкӑн саламласа тупӑшура ӑнӑҫу сунчӗ. Футболистсем, велосипедистсем ытти спортсменсем тӑван хула ячӗпе иртнӗ тупӑшусене хастар хутшӑнчӗҫ. Каҫ кӳлӗм вара уяв программи онлайн-меслете куҫса малалла тӑсӑлчӗ.

 

Алиса Александрова, Святослав Петров