Шупашкарти юханшыв порчӗ кӗҫех ҫӗнӗ карапсемпе пуянланӗ

Вӗсене ятарласа Чӑваш Ен валли Чулхула облаҫӗнче хатӗрлеҫҫӗ. Пӗрремӗшне иртнӗ кунсенче шыва антарчӗҫ. 

Чкалов районӗнчи карапсем кӑларакан предприяти патшалӑхӑн тӗллевлӗ программине пурнӑҫа кӗртессипе тухӑҫлӑ ӗҫлет. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалли кимӗсем, хӑвӑрт ишекен госпитальсем тӑвать. Ҫавӑн пекех регионсенчи юханшыв туризмне аталантарассине шута илсе пассажир турттармалли пысӑках мар карапсем хатӗрлет. Нумай пулмасть, кунта ятарласа Чӑваш Ен валли "Валдай"  моторлӑ кимӗ туса кӑларнӑ. Ӑна Крылов академик ятне панӑ. Ҫакӑн евӗр иккӗмӗш "Валдай" Шупашкара  ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче килсе ҫитмелле. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара 3-мӗш те. Пурне те вӗсене Чӑваш Ен ялавӗ тӗслӗ сӑрламалла, гербпа илемлетмелле. 

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов