Шупашкарти шкулсенче сӗнекен меню йӗркине улшӑнусем кӗртнӗ

Вӗсене ҫӗршыври тӗп санитари тухтӑрӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май 18-мӗш шкулта ҫӗнӗ блюдӑсемпе паллаштарчӗҫ.

Тӗп уйрӑмлӑх - кӑрлач уйӑхӗнчен шкул столовӑйӗсенче менюра  кӑлпасси таврашӗ ҫук. Ун вырӑнне аш-какайран пӗҫеренӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ пулӗ. Хӗллехи каникул хыҫҫӑн ачасем уйрӑмах кӑмӑллӑкан, тӗрлӗ витаминпа пуян хӑпарту та пӗҫерме пуҫланӑ. Ҫак улшӑнӑва 18-мӗш шкулта вӗренекенсем те хаваспах йышӑннӑ. Шупашкарта шкул ачисене апатпа тивӗҫтерессипе 6 комбинат ӗҫлет. Вӗсем санитари нормине шута илсе меню хатӗрлеҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров