Шупашкарти Садовӑй микрорайонта пурӑнакансем канализаци шывӗ тапса тухнипе нушаланаҫҫӗ  

Кунти пӗр ҫуртра кашни уйӑхра тенӗ пек путвалсене каяш тулать. Хӑйсен нушипе хваттер хуҫисем ҫурта пӑхса тӑракан компанине те, хула администрацине те пӗрре мар ҫитнӗ, анчах йывӑрлӑха хӑҫан сиресси халӗ те паллӑ мар. 

Ку видеона Алена Николаева иртнӗ эрнере пулнӑ авари вӑхӑтӗнче ӳкерсе илнӗ. Ҫапла майпа пуҫлӑхсене кунта пурӑнакансем мӗнле шар курнине ӗнентерес тенӗ. Дементьев урамӗнчи 3-мӗш ҫурта вӑл ҫемйипе пилӗк ҫул каялла куҫса килнӗ, анчах  ҫӗнӗ хваттерпе киленес вырӑнне унӑн коммуналлӑ йывӑрлӑхсене татса пама тивет. Ҫакӑншӑн ҫуртсене тунӑ компани айӑплӑ пулнине палӑрать.

 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов