Шупашкарти "Радужный" микрорайонти ача сачӗ тӗлӗнче юсав пырать

Шкул умӗнхи учреждение пӗлтӗр Ҫӗнӗ Ҫул умӗн хута янӑччӗ. Ака уйӑхӗнче юр ирӗлме пуҫласан ачасем вылякан лаптӑкран инҫех мар ҫӗр ишӗлме пуҫланӑ. Ҫав вырӑна халӗ ҫӗнӗ подрядчик йӗркене кӗртме пикеннӗ. 

Тӗп хула администрацийӗ ӑнсӑртан сиксе тухнӑ чӑрмава ҫу уйӑхӗнчех сирме шантарнӑччӗ. Анчах та ҫак яваплӑха хӑйсем ҫине илме хатӗр специалистсене тупасси вӑраха кайнӑ. "Ника" фирма строителӗсем объекта утӑ уйӑхӗнче килнӗ. Ҫак ӗҫе компани 12 специалиста явӑҫтарнӑ, объекта 5 техника вӑйӗпе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ тӗрев ҫирӗп те шанчӑклӑ пулмалла. Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерсе ҫӗр ишӗлнин сӑлтавне палӑртнӑ. Айӑпӗ - шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденине ҫӗкленӗ чухне ӗҫе вӗҫне ҫитермен строительство компанийӗнче. Ҫавӑнпа та  садик таврашӗнчи айлӑма ҫирӗплетме резерв фондӗнчен уйӑрнӑ 2 миллион тенке яхӑн укҫана малтанхи подрядчикрен шыраса илӗҫ.

 

Алиса Александрова, Святослав Петров