Шупашкарти Мускав район администрацийӗпе полицире ӗҫлекенсем кальян туртакан вырӑнсене тӗрӗслерӗҫ

Чӑваш Енри ресторансемпе кафесенче кальян туртма чарнӑ. Ҫакна  Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе коронавируса сарӑлма парас мар тесе йышӑннӑ. 

Анчах та ку йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Толстов урамӗнче вырнаҫнӑ  кафене кӗнӗ-кӗменех тӗрӗслев ушкӑнӗ кальян мӑкӑрлантаракансене асӑрхарӗ. Камерӑна курсанах каччӑсем хӗрӗсене хӑварса пӳлӗмрен тухса шӑвӑнчӗҫ.  Кунта ӗҫлекенсем тӗлӗшпе акт ҫырнӑ хыҫҫӑн тӗрӗслев ушкӑнӗ Миттов бульварӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ кафене ҫитрӗ. Унта патшалӑх ҫирӗплетнӗ йӗркесене пурте пӑхӑнса ӗҫлени палӑрчӗ. 

 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев