Шупашкарти кафе тухтӑрӗсене апатпа тӳлевсӗр тивӗҫтерет

Чирлисен шучӗ ӳснипе тухтӑрсен ӗҫӗ те йывӑрланса пырать. Вӗсем хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ, чылай чухне талӑкӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах медиксене хӑйсене те пулӑшу кирлӗ. 

Шупашкарти пур кафери пекех кунта халь ҫынсем ҫук. Пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе  киле е ӗҫе саккас тӑвакансене курьер илсе ҫитерет. Унчченхипе танлаштарсан ӗҫ сахалланӑ, поварсен те пушӑ вӑхӑт ытларах. Ҫавӑнпа кафере Калинин районӗнчи  васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен станцире тӑрӑшакан фельдшерсене пулӑшма шутланӑ.  

 

Алена Артемкина, Никита Углев.