Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрти «хӗрӳ лини» телефонӗ кунран-кун шӑнкӑравсем йышӑнать

Каварлӑ вирус ытларах ватӑсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ пулнине кура, уйрӑмах аслӑ ӑрурисене килтен тухма чарнӑ. 

Ҫав хушӑрах 65 ҫултан иртнисене кулленхи пурнӑҫра мӗнле таварсем кирлӗ пулма пултарассине те шута илнӗ. Вӗсене пулӑшас ӗҫре волонтерсем кӑна мар, халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсенчи специалистсем те тӑрӑшаҫҫӗ. Социаллӑ центрӑн хӗрӳ лини телефонӗ пуш уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерствинче шӑнкӑравсен шучӗ кунран-кун ӳссе пынине калаҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров.