Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта ӳнер студийӗ ӗҫлет

Унта тивӗҫлӗ канурисем, сусӑрсем ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Вячеслав Сивов аталантарать.

Кӗске вӑхӑтрах ӳнерҫӗсем курав йӗркелемеллӗх ӗҫсем ӑсталанӑ. Куравра - 7 авторӑн картинисем. Тӗпрен илсен, кӑранташпа ӳкернӗ портретсем тата пейзажсем. Вячеслав Сивов хайӗн вӗренекенӗсен картинисемпе кӑмӑллӑ. Ӳкерме пуҫлама нихӑҫан та кая мар, тет сумлӑ художник.

 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова