Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренекенсем Транспорт полицийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ

"Студентсен десанчӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса ҫамрӑксем йӗрке хуралҫисен ҫӑмӑл мар профессийӗ пирки нумай пӗлчӗҫ. 

Транспорт полицийӗн ӗҫӗ пирки  студентсене ведомство ертӳҫин ҫумӗ Олег Герасимов каласа кӑтартрӗ. Пурӗ штатра 200 ҫын. Вӗсем тӑрӑшнипе преступленисен 82 процентне уҫса панӑ. Яваплӑ специалистсем 670 ҫухрӑм чукун ҫул тата 318 ҫухрӑм юханшыв ҫинчи йӗркелӗхе асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Тӗл пулура Шалти ӗҫсен министертвин аслӑ пӗлӳ паракан заведенийӗсем пирки те каласа кӑтартрӗҫ. Унта вӗренме кӗме тарӑн пӗлӳсӗр пуҫне ҫирӗп сывлӑх кирлине палӑртрӗҫ. 

 

Надежда Александрова, Михаил Солин