Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Юлия Чичерина ҫитсе курчӗ

Ҫак тӗл пулӑва "Донбасс ачисене - пулӑшу" проектпа килӗшӳллӗн "Время помогать" ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ.

Ку центрта пӗлтӗртенпе кашни уйӑхрах Донецкри тата Луганскри ачасем реабилитаци тухаҫҫӗ. Паянхи куна 8 ача сипленнӗ. Вӗсене пурне те тивӗҫлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ. Халӗ центрта Украинӑри икӗ ача пурӑнать.  Юлия Чичерина учрежденири майсемпе паллашрӗ, ачасемпе калаҫрӗ.

 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров