Шупашкарти 33-мӗш шкулта  "Чӑвашла ёлка" проект пурнӑҫланать 

Чӑвашла хаваспах юрӑсем шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, Хӗл Мучипе тата Юр пикипе чӑрӑш тавра ташларӗҫ 

Капӑр тумлӑ симӗс чӑрӑш тавра 2-мӗш класра пӗлӳ пухакансем савӑнчӗҫ. Пӗтӗмпех - чӑвашла. Сӑмах май, ачасем Александр Блиновӑн "Кала-ха"  кӗнекипе вӗренеҫҫӗ.  Тӑван чӗлхе урокӗсем вӗсен эрнере 1 хут иртеҫҫӗ.  Хӗл Мучи те уява чӑваш тумӗпе ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн асамлӑ сӑнарне  илемлӗ сӑвӑ каласа савӑнтаракан йышлӑ пулчӗ. Проект авторӗ - чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Диарова. Вӑл  тӑрӑшнипе уяв кашни ҫул  ҫӳллӗ шайра иртет.

 

Елена Дмитриева