Шупашкарти 203-мӗш сатикре консультаци центрӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет 

Ӑна "Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси" федераци проекчӗпе ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе йӗркеленӗ. 

"Йӑрӑ ача" сатик 2-мӗш ҫул субсидие тивӗҫет. Ятарлӑ центр аслисене психологипе педагогика пулӑшӑвӗ кӳрет, тӗрлӗ канаш парать. Вӑл шутра сатике ҫӳрекен ачасен ҫывӑх ҫыннисене те, хальлӗхе ҫӳременнисенне те. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене хӑйсен ӑшшине парас тенӗ ҫынсемшӗн те центр алӑкӗ уҫӑ. Пурнӑҫӗнчи пирвайхи вӗренӳ учрежденине каяс  умӗн пӗчӗккисене ҫӗнӗ вырӑна мӗнле хӑнӑхтарас, тантӑшӗсемпе хутшӑнӑва йӗркелес ыйтусемпе те килеҫҫӗ кунта. 

 

Алиса Александрова, Никита Углев