Шупашкарти 185-мӗш ача сатӗнче 6-мӗш ҫул "Атте урокӗсем" проект пурнӑҫланать

Уйӑхсерен уявсем ирттерме ашшӗсене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсем ачасемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ, вӑйӑсем выляҫҫӗ.

Пытарма кирлӗ мар, ҫемьере ачасемпе амӑшӗсем нумайрах вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Сатикре те вӗсемпе хӗрерӑм-воспитательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ашшӗсем те ачасене ытларах тимлӗх уйӑрччӑр тесе сатикре 2014-мӗш ҫулта "Атте урокӗсем" проект йӗркеленӗ.

 

Алена Артемкина, Ирина Ромадова, Екатерина Янгалакова