Шупашкарта ятарлӑ ушкӑнсем аш-какай пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ 

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче республикӑри Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ май карантин ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫавна май чире сарӑлма парас мар тесе Чӑваш Енре ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнаҫҫӗ. 

Пасара кӳрсе килнӗ аш-какая санитарипе ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗслемесӗр сентресем ҫине кӑларса хумаҫҫӗ.  Малтан специалистсем документсене тишкереҫҫӗ: аша ӑҫтан кӳрсе килнине, мӗн чухлӗ вӑхӑт упранма пултарнине, мӗнле лаборатори тӗпчевӗсем ирттернине пӑхаҫҫӗ.  Унтан пахалӑхне тӗпчеҫҫӗ. Мӗнпур кӑтарту йӗркере пулсан кӑна сутма ирӗк параҫҫӗ.

 

Екатерина Фомина, Диана Иванова, Владимир Синдеев