Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсен Пӗтӗм тӗнчери наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ

Унта ҫӗршыври тӗрлӗ тӑрӑхри специалист хутшӑнчӗ. Ҫавӑн пекех Беларуҫпе Германири тухтӑрсем хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Пӗтӗмпе 200-е яхӑн спиециалист килнӗ форума. Чылай тӑрӑхра халӗ васкавлӑ пулӑшу службипе инкеклӗх медицинине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ку - кӑткӑс проект. Ӑна пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Ен ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен регионсенчен пӗри. Халӗ кӗсье телефонӗпе 103 номерпе шӑнкӑравлакансем Республикӑри инкеклӗх медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрне лекеҫҫӗ. Пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑна ҫывӑхри бригадӑна ӑсатаҫҫӗ специалистсем.

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров