Шупашкарта "Театральное Приволжье - 2020" фестиваль уҫӑлчӗ 

Унта Раҫҫейри шкул ачисемпе студентсен тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 

Ҫамрӑксен сцена ӳнерӗн фестивальне пӗлтӗр пуҫарса янӑ. Конкурсра шкул ачисемпе студентсен театр ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Фестиваль йӗрки тӑрӑх, унта 6 ҫултан пуҫласа 30 ҫул тултарнисем икӗ ушкӑнра тупӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр  Чӑваш Енри студисем харӑсах 5 номинацире палӑрнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем лартнӑ спектакле тӳресемпе куракансем чи лайӑххи тесе хакланӑ.

 

Елена Дмитриева, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров