Куславкка тӑрӑхӗнчи Куснарта вара Сӑрпа Хусан хӳтелев чиккине тӑвакансене халалласа палăк лартма палӑртнӑ. Унти тӑпрана Чӑваш Наци музейӗн директорне Ирина Меньшикована асăнмалӑх упрама пачӗҫ. Сӑмах май, палӑк тума кашни хӑйӗн тӳпине хывма пултарать. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр заводӗнче, акă, ырашпа тулӑ ҫӑнӑхне хутӑштарса "Сурский" ятлă ҫӑкӑр пӗҫерме пуҫланӑ. Ӑна сутса пухăннӑ укҫан пӗр пайне палăк лартма куҫарса парӗҫ.
Алена Артемкина, Вадим Владимиров