Шупашкарта Раҫҫей чӑваш пикине суйларӗҫ

Йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей чӑваш пики" ӑмӑрту кӑҫал онлайн мелпе иртрӗ. Унта 23 чиперккерен пӗри, Канаш районӗнчи Чакаҫ хӗрӗ Анна Беллиева, тӗп парнене - тухьяна - тивӗҫ пулчӗ.

Пикесем пӗринчен тепри чипер те пултаруллӑ. Анчах ӑмӑртура яланах маттуртан маттуртараххине палӑртма тивет. Вӑрмар районӗн хӗрӗ Анна Шавырина "Хӳхӗм хӗр", Шупашкарта пурӑнакан Виктория Леонтьева "Вице-Раҫҫей чӑваш пики", Чӗмпӗр облаҫӗнчи Алина Борисова "Чӑваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллӑ пике" ята тивӗҫрӗҫ. Интернетри сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнчи София Ананьева "Куракансем кӑмӑлланӑ пике" пулса тӑчӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене пурне те диплом ярса параҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем парнесем илӗҫ.

 

Марина Карягина, Зоя Яковлева