Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри "Кӗслесен асамлӑ янӑравӗ" фестиваль иртрӗ

Ӗлӗкхи инструментпа калас ӑсталӑхпа паллаштарма ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен музыкантсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Кӗсле аваллӑхран килекен кӗвӗ хатӗрӗ. Унӑн пин-пин ҫулхи историйӗ вӑрттӑнлӑхсемпе, халапсемпе, юмахсемпе пуян. Кашни кӗсле хӑйневӗрлӗ тата: янӑраканни, чӗпӗтсе каламалли, клавишӑлли. Пӗр-пӗринчен вӗсем янӑравӗпе тата формипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Халӑха кура та уйрӑмлӑхсем пур. Чӑваш кӗсли, сӑмахран, тӗрлӗ калӑпӑшлӑ, хӗлӗхӗсен шучӗ те расна пулма пултарнӑ.  Марисем вара авалхи инструмента та хальхилле янраттарма пулнине шантарсах калаҫҫӗ. Фестивале пӗрремӗш хут 16 ҫул каялла ирттернӗ. Кӑҫал ӑна Чӑваш автономине йӗркеленӗрнепе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 

Алиса Александрова