Шупашкарта нумай ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медальпе чысларӗҫ

Ҫак пысӑк хисепе тивӗҫнисем килйышри юратупа татулӑха мӗнле упрамаллине "Единая Россия" партин Чӑваш Енри пайташӗсене каласа пачӗҫ.

Петровсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ӗнтӗ пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 1971-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тралькасси ял советӗнче ҫырӑннӑранпа пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утаҫҫӗ. Кӑҫал ҫемье тӑванӗсене пуҫтарса ылтӑн туй паллӑ тунӑ. Николай Александровичпа Галина Игнатьевна Шупашкара комсомол путёвкипе хими комбиначӗ тума килнӗ-мӗн. Вӗсем 2 хӗрпе 1 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. "Ҫемьери ҫураҫулӑха мӗнле тытса пырасси, упрама пӗлесси пӗрлешнӗ чухне ӗмӗр пӗрле пурӑнма тӗв тунинчен пуҫланать", - тет телейлӗ мӑшӑр. Письменныйсен ҫемйи те килйышри тӑнӑҫлӑха мала хурать. Виктор Ивановичпа Лилия Даниловна ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ, вӗсем Шупашкартах ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.

 

Марина Карягина, Елена Михайлова, Игорь Зверев