Шупашкарта Лев Кураков академикпе сыв пуллашрӗҫ 

Сумлӑран та сумлӑ ентешӗмӗре, Раҫҫейпе Европа ҫӗршывӗсенчи наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне тата паллӑ политика вӑл ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ Чӑваш Патшалӑх университечӗн спорт комплексӗнчен юлашки ҫула ӑсатрӗҫ.

"Лев Кураков чӗри тапма чарӑннӑ" текен хыпар халӑхшӑн ӗненме йывӑр кӗтменлӗх пулса тухрӗ. Пархатарлӑ шухӑшсемпе хӗмленсе тӑракан академик ырӑ ӗҫӗсемпе хавхаланса пысӑк ӗмӗтсемпе пурӑнатчӗ. Лев Пантелеймонович 1943-мӗш ҫулта Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекре ҫуралнӑ. Ашшӗ пур ҫӗртех ҫурма тӑлӑххӑн амӑшпе кӑна ӳссе халӑх пурнӑҫӗнче калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма пултарнӑ. Ҫур ӗмӗр ытла вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче тăрăшнӑ. 20 ҫула яхӑн ректор пулнӑ.

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Евгений Данилов