Шупашкарта коронавируса пула вӑхӑтлӑх ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ хушӑвӗпе халӗ ҫӗрлехи кафесемпе ресторансен, барсемпе ытти заведенисен 23 сехет хыҫҫӑн ӗҫлеме юрамасть. Усламҫӑсем ҫак йӗркене пахӑнаҫҫӗ-и? Иртнӗ ҫӗрле хула администрацийӗ тата полици рейд йӗркелерӗҫ.

23 сехет иртсен хулари районсен администрацийӗсенче тимлекенсем ҫӗрлехи рейда тухаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 6 ушкӑн. Кашнин апатланупа кану учрежденисен ӗҫне тӗрӗслемелле. Калинин районӗнчи ушкăн рейда юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи заведенисенчен пуҫларӗ. Ку тӑрӑхри кафесемпе ҫӗрлехи хупахсем пурте хупӑ. Анчах та уйрӑм ҫынсен сӑмахӗпе, вӑхӑтлӑх ҫирӗплетнӗ саккуна хăшĕ-пĕри пӑхӑнасшӑн мар. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин