Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче узбек культурин уявӗ иртрӗ

Наци инструменчӗсем еплерех янӑранине, хӑйнеевӗрлӗ сасӑсене итлеме тата ташӑри  ҫыпӑҫуллӑ хусканусене курма пурне те кӑсӑклӑ пулчӗ. 

Ҫапла, Узбекистана чунтан юратакансем, наци юрри-ташшине кӑмӑллакансем, культурине хисеплекенсем пуҫтарӑнчӗҫ Туслӑх ҫуртне. Сцена ҫине узбексен республикӑри культура центрӗн хастарӗсем, Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата педагогика университетӗнче ӑс пухакан студентсем тухрӗҫ. Вӗсене ача сатне ҫӳрекенсем пулӑшса пычӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енре 2 пин ытла узбек тӗпленнӗ. Вӗсем тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлеҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ. Пирӗн республика вӗсемшӗн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан узбексем тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине, историне манса ан кайччӑр тесе наципе культура пӗрлешӗвӗ ҫумӗнче вырсарни шкулне уҫнӑ. Унта 6 -15 ҫулти ачасене вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех асӑннӑ пӗрлешӳ ҫумӗнче библиотека та йӗркеленӗ. Ӑна паллӑ ҫыравҫӑсен кӗнекисемпе пуянлатӗҫ. Вӗсене вырӑсла, акӑлчанла тата   узбекла пичетлесе кӑларнӑ.

Уява Узбекистан Республикин Хусан хулинчи тӗп консулӗн пӗрремӗш секретарӗ Камол Давронов та хутшӑнчӗ. Сумлӑ хӑна Чӑваш Енӗн Экономика министерствинчи специалистсемпе туризма аталантарас ыйтӑва сӳтсе яврӗ. Пирӗн республика туристсене Атӑл тӑрӑх ҫул-ҫӳрев, санаторипе курортлӑ сиплев сӗнме пултарать. Сӑмах май, Камол Давронов Чӑваш Ене Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн килӗштерсе пӑрахнӑ. Малашне икӗ ен ку ыйтупа тачӑрах ҫыхӑнса ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗ.

Юрӑ-кӗвӗпе чун каниччен киленнӗ хыҫҫӑн пурте узбексен чи юратнӑ апатне - плов тутанса пӑхрӗҫ. Кун пек тӗл пулусене малашне те йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ.

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов