Шупашкарта халӑх ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн тапхӑрне пӗтӗмлетрӗҫ 

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Тупӑшӑвӑн тӗп теми - наци йӑлине упрасси.  

Ҫак конкурс ҫулран-ҫул вӑй илсе пырать. Кӑҫал тупӑшӑва 10 регионти ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсене тӑратнӑ.  Чӑваш Енри маҫтӑрсемсӗр пуҫне Архангельск, Ростов, Чӗмпӗр, Калуга тӑрӑхӗсенчен, Тутарстанпа Марий Элтан  хутшӑннӑ. Ӗҫсем хӑйсен кӑткӑслӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Ку е вӑл япалана тума кашни маҫтӑра чылай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Наци ҫи-пуҫӗ, чӑваш тӗрри-эрешӗ, тӑмран тата йывӑҫран тунӑ чашӑк-кашӑк, хӑва хуллинчен, хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ тӗрлӗ япала. 

 

Алена Артемкина, Наталья Егорова, Семен Антонов