Шупашкарта "Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ" конкурс иртрӗ

Унта тӗп хулари шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен 12 педагог ӑсталӑхне кӑтартрӗ. Конкурс 62-мӗш шкулта иртрӗ. 

Чӑваш чӗлхипе литературине ӑша хывтаракан учительсен тӗп тӗллевӗ - тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесси. Ҫакна тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ те конкурса. Пӗрремӗш кунхине вӗрентекенсем ачасемпе уроксемпе класс сехечӗсем ирттерчӗҫ. Тепӗр тапхӑрта вара ӑсталӑх лаҫҫисемпе мастер-классенче хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, пултарулӑх номерӗсемпе савӑнтарчӗҫ. Вӗсен ӗҫне сумлӑ тӳресем тимлерӗҫ.

Вӗрентекенӗн ачасене предметпа кӑсӑклантарса ярас тесен урокра артист та, психолог та, оратор та пулмалла. Йӑлтах учителӗн аллинче. Вӑл - ачасене пӗлӳ патне ҫул уҫса параканӗ.

Светлана Храмова хӑйӗн ӗҫ опытне ялти шкултан пуҫланӑ. Унта вӑл 8 ҫул ытла вӑй хунӑ. Хулара нумай пулмасть ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑ пулин те, ачасемпе ӗҫтешӗсен хисепӗпе юратӑвне ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ҫакӑ Светлана Валерьевна хӑйӗн ӗҫне чуна парса тунине ҫирӗплетет. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, шӑпах вӑл 12 вӗрентекен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.


Оксана Верликова, Святослав Петров