Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ вӗҫленчӗ

Эрне тӑршшӗпех куракансем тӗрлӗ чӗлхепе янӑракан спектакльсене хаклама пултарчӗҫ. Вӑл шутра Мари ҫамрӑкӗсен театрӗ ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарчӗ. 

Кӳршӗсен театрӗ чунӗпе кӑна мар, ҫӳлӗпе те ҫамрӑк-ха - 1991-мӗш ҫулта кӑна ҫуралнӑ. Ҫуралнӑ та тӳрех хальхи наци драматургӗсен шухӑш-ӗмӗчӗсене хытӑ ярса тытнӑ. Театрта ҫамрӑк драматургсен лабораторине йӗркеленӗ. «Ҫӗнӗ пьеса» тесе ят панӑ ӑна. Шупашкара ҫармӑссем "Сёсна поминка деч вара" ятлӑ - чӑвашла ӑна "Сысна пумелкки" тенӗ - аслисем валли лартнӑ комеди илсе килнӗ. Вӑл паянхи пурнӑҫ пӑтӑрмахӗсемпе тачӑ ҫыхӑнни куракансене ҫав тери кӑсӑклӑ. 

 

Александр Осипов, Николай Семёнов