Шупашкарта ҫак кунсенче "Эко-пространство" экологи фестивалӗ иртрӗ

Ӑна Раҫҫей ҫамрӑкӗсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен федераци агенстви пулӑшнипе иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Фестивальте ҫут ҫанталӑк тусӗсем тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ, вӑйӑсем ирттерчӗҫ. Сӑмахран, "Ремез" ушкӑнри волонтерсем викторина хатӗрленӗ. Ыйтӑвӗсем ачасене шухӑшланипе пӗрлех тавралӑха хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасене пластик тӗсӗсем тата вӗсене уйӑрмалли майсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Унсӑр пуҫне "Эко-ручка" тума вӗрентрӗҫ. "ЭКО-пространство" проекта республикӑри 13 шкул хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн ҫак вӗренӳ учрежденисене иртнӗ ҫул ӑпӑр-тапӑр пуҫтармалли контейнерсемпе тивӗҫтернӗ. Вӗсене ачасем пластик савӑт-сапа тата макулатура тултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех  интерактивлӑ занятисемпе экологи субботникӗсем йӗркелеҫҫӗ. 

 

Диана Иванова, Михаил Солин