Шупашкарта Афалек Энтепе ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа литература каҫӗ иртрӗ 

Афалек Энтепе - чӑваш литературинче 70-мӗш ҫулсенче палӑрма пуҫланӑ сӑвӑҫ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ - темиҫе кӗнеке авторӗ. 

Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Олег Андреев, литературӑра Афалек Энтепе ятпа палӑрнӑ сӑвӑҫ - химик профессине алла илнӗ лирик. Хыҫра - 70 ҫул, анчах ачалӑх кунӗсем ӗнер тӗпӗртетсе иртнӗ пек асра. Андреевсен ҫемйинче 6 ача ӳснӗ: 3 ывӑл та 3 хӗр. Ашшӗ-амӑшӗ - педагогсем. Поэта ҫавра ҫулпа саламлама "Уяв" халӑх ансамблӗн юрӑҫисем килчӗҫ. Литература тӗпелӗнче - тус-тантӑшӗсемпе ӗҫтешӗсем, ачисемпе мӑнукӗсем. Пурин те Олег Федоровича каламалли ӑшӑ сӑмах, илемлӗ асилӳ пур. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев