Шупашкарта "Абилимпикс" чемпионат пырать

Унта сусӑр тата сывлӑхӗ тӗлӗшӗнчен хавшак шкул ачисемпе студентсем хӑйсен ӑсталӑхне  тӗрӗслеҫҫӗ. 

"Абилимпикс" чемпионата Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кунта хутшӑнас текенсен йышӗ ӳссех пырать.  Кӑҫал 15 компетенципе тупӑшу йӗркелерӗҫ. Повар ӗҫӗнче 4 ҫамрӑк хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗслерӗ. Пӗлтӗр апат пӗҫерекенсем ушкӑнпа тупӑшнӑ пулсан, кӑҫал кашни харпӑр хӑйшӗн тӑрӑшрӗ. Чемпионат икӗ кун пырӗ. Республика тупӑшӑвӗнче ҫӗнтернисем Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнма пултарӗҫ. 

 

Надежда Александрова Михаил Солин