Шупашкар урамӗсенчен пӗринче ҫитес ҫулӑн паллине вырнаҫтарчӗҫ

Ҫулталӑкри чи асамлӑ уявччен шӑп та лӑп эрне юлчӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шупашкарӑн тӗп урамӗсенчен пӗринче Ленин район администрацийӗ ҫитес ҫул паллине вырнаҫтарать. Александр Жигарев ӑста кӑҫал та хула ҫынисем валли парне - вӑкӑр кӳлепине  хатӗрленӗ. 

Ленин проспектӗнче ҫулсеренех вырӑн йышӑнакан чӗр чун еплерех пулассине хальхинче хула ҫыннисем суйланӑ. Китай гороскопӗпе килӗшӳллӗн, 2021-мӗш ҫул шурӑ тимӗр вӑкӑр ҫулӗ. Апла пулин те 3 метр ҫӳллӗш кӳлепене ӑста урӑхларах тӑвас тенӗ. Шурӑ юрпа пӗр тӗсленсе каять. Ҫавӑнпа та маҫтӑр 2021-мӗш ҫулӑн тӗп сӑнарӗ валли тӗрлӗ тӗссем суйласа илнӗ. 

 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов