Шупашкар тата Чӑваш Ен епархине 1946-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Атеизм тапхӑрӗнче тӗне ӗненекенсене питӗ йывӑр килнӗ. Апла пулин те чиркӳсене аркатнӑ вӑхӑтра та турӑшсене упраса хӑварма пултарнӑ. Вӗсене, чылай чухне, килте пытарса усранӑ. Обществӑн ӑс-хакӑлӗ улшӑнсан Турӑ ҫурчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ аталанма тытӑннӑ. Варнава митрополит епархие 40 ҫул ытла ертсе пынӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре чиркӳсем хӑпартнӑ, тӗн организацийӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ. 2012-мӗш ҫулта Чӑваш митрополийӗ йӗркеленнӗ. Унта Шупашкар, Канаш тата Улатӑр епархийӗсем кӗреҫҫӗ. Паян пирӗн республикӑра 283 чиркӳпе 7 мӑнастир.
Алена Артемкина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов