Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх кооперативӗ ҫӗнӗ  цех хута ячӗ

2016-мӗш ҫултанпа ял хуҫалӑх потребителӗсен кооперативӗсене патшалӑх тӗрев кӳрет. Пирӗн республикӑра 14 пӗрлӗх гранта тивӗҫнӗ. Шупашкар районӗнчи "Деревенский дворик" кооператив та ҫак пулӑшупа усӑ курнӑ. Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Шупашкар районӗнчи Пикшикри "Деревенский дворик" ял хуҫалӑх кооперативӗ 2007-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. 27 фермера пӗрлештерсе тӑрать вӑл. Кунта экологи тӗлӗшӗнчен таса та паха продукци кӑларас енӗпе тимлеҫҫӗ. Кӑҫал кооператив производство никӗсне тӗпрен ҫӗнетме республика хыснинчен гранта тивӗҫнӗ.  Укҫа-тенкӗпе сӗт тирпейлекен ҫӗнӗ лини хута янӑ. Проект хакӗ - 78 миллион тенкӗ. Тӑкаксен  60 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Ҫӗнӗ технологи ӗне тата качака сӗчӗн  пахалӑхне упраса хӑварма май парать, ӗҫ хӑвӑртлӑхне те ӳстерет.

 

Елена Дмитриева, Игорь Зверев