Шупашкар районӗнчи Пикшикри "Деревенский дворик" ял хуҫалӑх кооперативӗ 2007-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. 27 фермера пӗрлештерсе тӑрать вӑл. Кунта экологи тӗлӗшӗнчен таса та паха продукци кӑларас енӗпе тимлеҫҫӗ. Кӑҫал кооператив производство никӗсне тӗпрен ҫӗнетме республика хыснинчен гранта тивӗҫнӗ. Укҫа-тенкӗпе сӗт тирпейлекен ҫӗнӗ лини хута янӑ. Проект хакӗ - 78 миллион тенкӗ. Тӑкаксен 60 процентне патшалӑх саплаштарнӑ. Ҫӗнӗ технологи ӗне тата качака сӗчӗн пахалӑхне упраса хӑварма май парать, ӗҫ хӑвӑртлӑхне те ӳстерет.
Елена Дмитриева, Игорь Зверев