Ирхи фильтр вӑхӑтӗнче сывлӑхӗ хавшанӑ ҫынна асӑрхасан ӑна тӳрех тухтӑрсен аллине параҫҫӗ. Коридорсемпе классенче, спортзалта, столовӑйӗнче учительсемпе вӗренекенсен сывлӑхне рециркуляторсем сыхлаҫҫӗ. Вӗсене шкулӑн кашни кӗтесӗнчех вырнаҫтарнӑ. Ҫак хатӗрсем кунта пурӗ 65. Тӑхтавсенче ачасене коридора йышпа тухма чарнӑ. Ҫакна ковид чирӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру ырӑ енне улшӑнсан кӑна пӑрахӑҫлама май пулӗ.
Леонид Петров, Евгения Зиновьева