Шкулсем 2 эрнене яхӑн куҫӑмсӑр майпа ӗҫлеҫҫӗ 

Ҫак хушӑра пӗлӳ парас ӗҫ самантлӑха та чарӑнса ларман. Малтанлӑха вӗрентекенпе ача хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелессинче чӑрмавсем пулнӑ пулсан, халӗ шкул программипех ӗлкӗрсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ. 

Биологипе хими вӗрентекен Ангелина Прокопьева Шупашкарти 1-мӗш гимназире ӗҫлет. Малтанхиллех ир тӑрса ачасемпе тӗл пулма хатӗрленет. Килтен тухмасан та сӑн-сӑпат илемӗ, тум-тир типтерлӗхӗ пирки манмасть. Урок кам пуррипе ҫуккине тӗрӗсленинчен пуҫланать. Тӗрлӗ сӑлтавпа хутшӑнайманнисене видео ярса параҫҫӗ. Ҫапла майпа темӑран никам та тӑрса юлмасть. Урокра илнӗ пӗлӗве килти хӑнӑхтарусемпе тата тепӗр занятире ыйтусене хуравласа ҫирӗплетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ятарласа йӗркеленӗ тӗрлӗ сайтра та вӗренмелли ҫителӗклӗ. 


Алиса Александрова, Ирина Николаева, Виктор Степанов