Шкул ачисемпе вӗрентекенсем инҫет вӗренӳ мелӗпе ӗҫлеме хӑнӑхса пыраҫҫӗ 

Компьютерпа е телефон урлӑ интернета кӗрсе урокра ларнӑ пекех хӑнӑхтарусем тӑваҫҫӗ. 

Ир тӑрса, тумланса ниҫта та васкамалла мар. Ал айӗнче интернет кӑна пултӑр. Ку ӗҫре телефон та ҫителӗклӗ. Компьютер пулсан, паллах, лайӑхрах. Онлайн уроксем ҫур сехетрен ытла тӑсӑлмаҫҫӗ. Компьютер умӗнче нумай ларни куҫсемшӗн сиенлӗ. Ачасем хӑйсем тӗллӗн пурнӑҫланӑ хӑнӑхтарусене учительсене сӑнӳкерчӗк туса е сканерпа кӑларса ярса параҫҫӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн каялла вӗрентекенрен хурав илеҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин