Шӑтӑк-путӑк - вӗри асфальт айне 

Республикӑри ҫулсене йӗркене кӗртме кӑҫал пӗр миллиард ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. 

Кӑҫал хӗлле те йӗпе-сапа пулнӑран республикӑри ҫулсем самай сиенленнӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Транспорт министерствине ҫул-йӗре юсассине ытларах тимлӗх уйӑрма хушнӑ. Подрядчиксем хӑйсен тивӗҫне мӗнлерех пурнӑҫланине яваплӑ ведомствӑри специалистсем тӑтӑшах вырӑна тухса тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Леонид Петров