Шартлама сивӗре сиенленес мар тесен тухтӑрсем ансат йӗркене асра тытма сӗнеҫҫӗ

Хӗлле пуҫланнӑранпа республикӑри клиника больницине 7 ҫын тӑм илнипе пулӑшу ыйтса пынӑ. 

Шартлама сивӗре кӗске вӑхӑтрах тӑм илме пултарать. Пӗрремӗш паллӑсенчен пӗри -  шӑннӑ вырӑн шурални тата хытни. Ҫавӑн пекех ӳт те сивӗнет, туйма пӑрахать. Тӑм илнине сиссенех ӑшӑнма тӑрӑшмалла, теҫҫӗ тухтӑрсем. Суранланнӑ вырӑна юрпа е алсишпа сӑтӑрма юрамасть, ку вӑл тата та пысӑкрах сиен кӳме пултарать.  Енчен те кӗлетке хытах шӑнсан васкавлӑ медицина пулӑшӑвне чӗнмелле. Тӑм илни шала кайни инкек патне илсе ҫитерме те   пултарать. Шӑннӑ ӳте каснӑ тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Уйрӑмах тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне пӗчӗк ачисемпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов