Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Уй Пилемӗчре  пурӑнакансем вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса палӑк лартрӗҫ  

Пархатарлӑ ӗҫре Чӑваш Ен Правительствин  пулӑшӑвӗ питĕ вырӑнлӑ пулнӑ.

50 хуҫалӑхлӑ Уй Пилемӗчре халӗ 15 ҫуртра кӑна ҫын пурӑнать. Ватти-вӗтти - пӗтӗмпе 25-ӗн. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине вара кунтан 54 ҫын тухса кайнӑ, 23-шĕ таврӑннӑ. Паян ялта пӗр ветеран та ҫук. Салтаксене асӑнса кирпӗчрен купаланӑ палӑк та тахҫанах арканнӑ. Ҫавӑнпа та ял-йыш  тахҫанах ҫӗннине лартма ӗмӗтленнӗ.

 

Алексей Енейкин, Семён Антонов