50 хуҫалӑхлӑ Уй Пилемӗчре халӗ 15 ҫуртра кӑна ҫын пурӑнать. Ватти-вӗтти - пӗтӗмпе 25-ӗн. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине вара кунтан 54 ҫын тухса кайнӑ, 23-шĕ таврӑннӑ. Паян ялта пӗр ветеран та ҫук. Салтаксене асӑнса кирпӗчрен купаланӑ палӑк та тахҫанах арканнӑ. Ҫавӑнпа та ял-йыш тахҫанах ҫӗннине лартма ӗмӗтленнӗ.
Алексей Енейкин, Семён Антонов