Сцена ҫинче - "Шуйттан чури"

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче "Шуйттан чури" спектакль премьери пулчӗ. Ӑна Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ. 

Сцена ҫинче сӗм авалхи чӑваш пурнӑҫӗ. Мӑшӑрӗсӗр юлнӑ хӗрарӑм ҫитӗннӗ ывӑлӗсен ҫемйисемпе савӑнса пурӑнма ӗмӗтленнӗ чух аслӑ ывӑлӗн пуҫне шуйттан ҫавӑрать. Хӑйӗн чури туса хурать. Евгений Урдюков калӑплакан тӗп сӑнар усал танатине ҫакланса тепӗр чух хӑй мӗн хӑтланнине те пӗлмест. Мулпа пуянлӑхшӑн ҫунса  тӑванӗсене кӑна мар, пӗтӗм халӑха тӗп тума хатӗр.

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин