Сӑвӑҫ-вӗрентекенӗн ҫӗнӗ кӗнекине пахаларӗҫ

Галина Енейкина 35 ҫул Елчӗк районӗнчи Патреккел шкулӗнче ӗҫлет. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ ачасене тӑван чӗлхепе литературӑна, культурӑна хисеплеме вӗрентнисӗр пуҫне хӑй те сӑвӑ ҫырать. 

Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнче 5-мӗш класра вӗреннӗ чухнех сӑвӑ ҫырма пуҫланӑ Галинӑна тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен хавхалантарса тӑнӑ, пирвайхи хайлавӗсене хаҫата янӑ. Ун тӗслӗхӗпе хӗр учитель профессине алла илнӗ, халь хӑй те ачасене чӑваш чӗлхипе литературин пуянлӑхне ӑша илме пулӑшать, литература кружокне ҫӳрекенсене сӑвӑ-калав хайлама хӑнӑхтарать. 

 

Марина Карягина, Пётр Никифоров