Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене асӑнса Чӑваш Енре палӑк лартӗҫ 

Монумента Куславкка районӗнче вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.  Шӑпах Атӑл енчи окопсем ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлемелли юлашки чикӗ шутланнӑ. 

1941-42-мӗш ҫулсенче пирӗн халӑхӑн пӗр пайӗ Сӑр хӗрринче вăй хунӑ пулсан, окоп чавакансен тепӗр ушкӑнӗ Атӑл хӗрринче тăрăшнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пуҫласа Тӑвай тӑрӑхне ҫитичченех танксем каҫмалла мар тарӑн варсем чавнӑ. Тӑшман Мускавпа Чулхулана илес пулсан та, ӑна Атӑл урлӑ каҫарса ҫар хатӗрӗ кӑларакан Хусан енне ямалла пулман.  Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анатри Карапашра пурӑнакан 99 ҫулти Анна Рыбакова хӑйсем окоп чавнӑ вырӑнта тахҫантанпах пулман. Кунта хӳтӗлев чикки тунисене асӑнса лартнӑ палӑка та пуҫласа курать. Куншӑн хӗпӗртенине пытармасть.  Ку тӑрӑхри Ҫӗньял Пукашра пурӑнакан Раиса Иванова та ҫӗнтерӳшӗн тылра тар тӑкнӑ. -Нушаланса чавнӑ окопсем, мухтав Турра, кирлӗ пулмарӗҫ,- тет.

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Олег Цыпленков