«Салтак вӑрҫӑран килне таврӑннӑ»

Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш наци музейӗнче хӑйнеевӗрлӗ курав уҫӑлчӗ.

Халӑха Аслӑ вӑрҫӑ историйӗпе паллаштаракан патриотла куравсем яланах ырӑ йӑлара. Кун пекки вара халиччен пулман. Чӑваш патшалӑх истори музейӗнче тӑрӑшакансем ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне халалласа салтаксем вӑрҫӑран таврӑннине, вӗсене халӑх мӗнле кӗтсе илнине сӑнарлама шутланӑ. Германирен Чӑваш Ене таврӑнакан пӗрремӗш эшелона Шупашкар мӗнле хапӑлласа йышӑннине театрла сценкӑпа кӑтартрӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова