Республикӑри спорт шкулӗсем ҫӗнӗ хатӗрсемпе пуянланнӑ

Республикӑра спорта аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ку енӗпе "Демографи" наци проекчӗн "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци программин тӳпи пысӑк. Унпа усӑ курса кӑҫал Чӑваш Енри олимп резервӗн ултӑ спорт шкулне ҫӗнӗ хатӗрсемпе тата ятарлӑ тум-тирпе тивӗҫтернӗ.

Валерий Кочков ячӗпе хисепленекен спорт шкулӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Ку учрежденире 530 ытла ҫамрӑк атлет вӗренет. Вӗсенчен чылайӑшӗ Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар палӑрнӑ. Ҫавӑнпа та ку шкулти хӗрсемпе каччӑсем ытти регионти спортсменсемшӗн тивӗҫлӗ конкурентсем шутланаҫҫӗ. Кӗрешӳҫӗсем кашни кун кавир ҫинче. Вӗсем республикӑпа ҫӗршыв чысне ҫитес вӑхӑтра тӗнче шайӗнче пулакан ӑмӑртура хӳтӗлеме хатӗрленеҫҫӗ. Паллах, спортра ҫитӗнӳсем тӑвасси кирлӗ хатӗрсемпе, ятарлӑ тум-тирпе тивӗҫтернинчен нумай килет. Ҫакна тӗпе хурса 5-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗсем валли кӑҫал ҫӳхе тата хулӑм костюмсем, ура тӑхӑнмаллисем, трикосем, ҫивӗчлӗхе ӳстерме пулӑшакан эспандерсемпе скакалкӑсем туяннӑ.

 

Леонид Петров, Святослав Петров