Республикӑри поликлиникăсенче короновирусран хӳтелекен прививка тума пуҫланӑ

Вакцинацие икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Чи малтан халӑхпа хутшӑнакансене прививка тума йышаннӑ - тухтӑрсене, социаллӑ тытамра ӗçлекенсемпе учительсене.

Валентина Ильина Шупашкарти халӑха социаллӑ хӳтӗлев паракан комплекслӑ центрта тӑрашать. Вӑл кунсерен тӗрлӗ ҫынпа хутшӑнать - сусӑрсемпе ватӑсене пулӑшма килрен киле ҫӳрет.  Хӑрушсӑрлӑха тӗпе хурса вӑл кунта прививка тутарма килнӗ. Гигиенӑна ҫирӗп пӑхӑнатӑп пулин те,  коронаврус ҫавах ерме пултарать, тет вӑл. Ковидран вакцина хӳтӗлессе ӗненет хӗрарӑм.

 

Алёна Артёмкина, Игорь Ульянов