Республикӑри патшалӑх автоинспекцине ҫӗнӗ автомобильсем ҫитрӗҫ

«Шкода» тата «УАЗ» маркӑллӑ 42 машин уҫҫине ҫул-йӗр инспекторӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗҫ. 

"Хӑвӑр харпӑрлӑхри япалапа усӑ курнӑ пек типтерлӗн пӑхса тӑрасса, техника паркӗ ҫӗнелни ӗҫ пахалӑхне, хӑвӑртлӑхне татах та ӳстерме май парасса шанатпӑр", - терӗҫ йӗрке хуралҫисене саламланӑ май Шалти ӗҫсен министертсвин  ертӳҫисем.  Федераци программипе килӗшӳллӗн килнӗ автотранспорт ҫак кунсенче Чӑваш Енри ҫулсем ҫине тухӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров