Республикӑри мӗн-пур районта халӑх патне тухса ҫӳрекен медпунктсем ӗҫлеме пуҫланӑ 

Чӑваш Енри медицина ӗҫченӗсен 21 автобус. Вӗсем - аякри ялсене те ҫитме пултаракан хальхи йышши медпунктсем. Автобусра ӑшӑ, ҫавӑнпа та ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ҫынсен сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеме пулать. 

Пӗр ҫула тухнӑ чухне фельдшер 15-20 ҫынна йышӑнма пултарать. Ытларахӑшӗ район больницине ҫитме вӑй-хӑват ҫитереймен ватӑсем. Чирлисем патне тухса ҫӳренисӗр пуҫне республикӑри поликлиникӑсенче халӑха диспансеризаци кӑларас ӗҫе малалла туса пыраҫҫӗ. Тухтӑрсем кӑмӑл тӑвакансене пурне те тӗрӗслеве кӗтеҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, коронавирус алхаснӑ пулин те специалистсем республикӑра пурӑнакан 166 пин ҫын сывлӑхне тӗпченӗ.

 

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов